Чӑваш патшалӑх драма театӑрӗнче

Чӑваш патшалӑх драма театӑрӗнче

Юпа уйӑхӗн 10 - мӗшӗнче 7,8 тата 9- мӗш классенче вӗренекенсем Чӑваш патшалӑх драма театӑрӗнче пулчӗҫ. Вӗсем Н. Мранька романӗ тӑрӑх лартнӑ "Ӗмӗр сакки сарлака " ятлӑ спектакль курчӗҫ.

Билетсене ачасем Пушкин картипе илме пултарчӗҫ, ҫавӑнпа та ашшӗ- амӑшӗ укҫине тӑкакламарӗҫ. Артистсен пултарулӑхӗ куракансене тыткӑнларӗ, вӗсем иртнӗ ӗмӗрти пурнӑҫа тата тӗп сӑнарсен туйӑмӗсене чуна пырса кӗмелле уҫса пачӗҫ.
Спектакле ятарласа Шупашкар МО вӗренекен шкул ачасем валли хатӗрленӗ. Кун пек куравсем татах та пуласса шанатпӑр.