Ҫуркуннехи илемлӗ уяв ячӗпе

Ҫуркуннехи илемлӗ уяв  ячӗпе



Ҫуркунне илемлӗ уявран – Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫланать. Ҫак кун ырӑ, ачаш, питӗ юратакан педагогсемпе асаннесемшӗн, амӑшӗсемшӗн уйрӑм сӑмахсем янӑрӑҫҫӗ. Чурачӑк шкулӗнче вӗренекен ачасем ҫак уявпа пур хӗр пӗрчӗксене, хӗрсене, учительсемпе хӗрарӑмсене- пурне те Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑм кунӗ ячӗпе чӗререн саламлаҫҫӗ! Сире пурнӑҫ телейлӗ самантсем, савӑнӑҫлӑ минутсем, кӑмӑллӑ туйӑмсем нумай парнелетӗр, вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем савӑнтарччӑр, ҫемьере юрату, туслӑх, ӑнӑҫу яланах пултӑр.