И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ викторинӑна хутшӑнакансем

И.Я.Яковлев  пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ викторинӑна  хутшӑнакансем

Ака уйǎхĕн пуҫламӑшӗнче  Чурачӑкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тӗп шкулта  вӗренекенсем «Тӑван ен» хаҫат ирттернӗ викторинӑна  хутшӑнчӗҫ. Ку викторина аслǎ Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев  пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен пулчӗ.    Вĕренекенсем викторина ыйтǎвĕсем çине тǎрǎшса хуравларĕç, хǎйсен пĕлĕвне кǎтартма пултарчĕç. Викторина пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх  8 класра вӗренекен Волкова А. 1 вырӑна, 6 класра  вӗренекен Мешков Д. 2 вырӑна  тухма пултарнӑ. Маттур, ачасем!