«И.Я. ЯКОВЛЕВ ‒ ЧИ ПАЛЛĂ ÇУТТА КĂЛАРУÇĂ ТАТА ГУМАНИСТ»

«И.Я. ЯКОВЛЕВ ‒ ЧИ ПАЛЛĂ ÇУТТА КĂЛАРУÇĂ ТАТА ГУМАНИСТ»



«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 1-4 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ «И.Я. ЯКОВЛЕВ ‒ ЧИ ПАЛЛĂ ÇУТТА КĂЛАРУÇĂ ТАТА ГУМАНИСТ» темăпа иртрĕ. Заняти тĕллевĕ: вĕренекенсене чăваш халăхĕн çутта кăларуçипе Иван Яковлевич Яковлевпа паллаштарасси. Ачасем  И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, унӑн калавӗсене аса илчӗҫ. И.Я. Яковлев çинчен пĕлмелли нумай. Кам хăй пĕлĕвне ӳстересшĕн, кĕнекесем вуламалла, кирлĕ информацие интернетра тупмалла.