Чӑваш кӗнекисен выставки

Чӑваш кӗнекисен выставки



Тӑван чӗлхе – атте-анне чӗлхи. Ашшӗ-амӑшне хисеплекен ҫын тӑван чӗлхене те хисеплӗ. Пирӗншӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул библиотекинче ҫак кун чӑваш кӗнекисен выставкине йӗкелерӗмӗр. Шкул ачисем выставкӑпа паллашса чӑваш кӗнекисене вулама илме пултараҫҫӗ.