Паян Чурачӑкри тӗп шкулта 8 класра вӗренекенсен паттӑрлӑх урокӗ иртрӗ. Урокра тыл ӗҫченӗсем Сăр юхан шывĕ хĕрринче окоп чавни ҫинчен калаҫрӑмӑр. Хÿтĕлев рубежĕн линине (каярахпа ăна «Сăр рубежĕ» тенĕ) 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче, нимĕçсем Мускав çывăхĕнче тăнă чухне, тума тытăннă. Йышăнупа килĕшÿллĕн, унта 17 çултан аслăраххисене, сыввисене илсе кайнă. Сăр рубежĕ - Чăваш тата Мордва республикисенче Сăр юханшывĕ хĕррипе тăсăлакан 200 километрлă лини. Унта окопсем, блиндажсем, Хусан, Куйбышев хулисене çывхаракан нимĕçсене тытса чармалли точкăсем пулнă. Ку ĕçе 200 пине яхăн çын хутшăннă.. Çанталăк сиввине пӑхмасӑр (урамра 40 градуса та çитнĕ) ĕçленĕ вĕсем, нăйкăшакан пулман. Шел те, çак йывăр ĕçе кÿлĕннĕ çынсем пирĕн республикăра нумаййăн юлман. Вӗсен аса илӗвӗсене «Хыпар» хаҫат сайчӗ ҫинче тупса вуларӑмӑр. Ку вӑхӑтра чӑваш халӑхӗн тӗп уйрӑмлӑхӗсем – ӗҫченлӗх, хӑйсене шеллемесӗр ҫӗр-шыв чысне сыхласси пулнине палӑртрӗҫ ачасем. Хальхи ҫамрӑксемшен хÿтĕлев рубежĕн линине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхӗ, тӳсӗмлӗхӗ паха пример.