Чурачӑк шкулӗнчи инҫет-лагерьте паян сывлӑх кунӗ. Ӑна ачасем зарядкӑран пуҫларӗҫ. Паянхи куна Чӑваш автономине туса хуни 100 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш вӑййисем выляса тата чӑваш ташшисем ташласа ирттерес терӗмӗр. Вӑйӑсенче, ташӑра тӗрлӗ хусканусем туни сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать. Ачасем интернетри материалсене пӑхса тӗрлӗ чӑваш вӑййисемпе тата ташшисемпе паллашрӗҫ. Кайран ачасем ташӑ хусканӑвӗсене туса пӑхрӗҫ, вӑййисене выляма вӗренчӗҫ. 5 класра вӗренекен Мешков А. чӑваш ачисен «Тинӗс хумханать» вӑййин йӗркине ҫырса «Манӑн Чӑваш ен» ачасен пултарулӑх фестивальне ярса пачӗ.