Иван Яковлевич Яковлев ҫырнă калавсем тăрăх тунӑ ÿкерчĕксен конкурсĕ

Ака уйăхĕн 23-28 –мӗшӗсенче Чурачӑкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта 1-4 класра вĕренекен ачасем хушшинче Иван Яковлевич Яковлев ҫырнă калавĕсем тăрăх тунӑ ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Ачасене ытларах чĕр чунсем кăмăла каяҫҫĕ. Вĕсем «Автан», «Чакак», «Хураҫка», «Кашкăрпа путек», «Уҫăлма тухнă шăши ҫури», «Суеҫĕ», «Сармантейĕн сар чăххи» калавсене кăмăллаҫҫĕ. Ытларах Филиппов Игорь, Морозова Анна, Волкова Александра, Григорьева Елена, Мешков Антон, Мешков Даниил, Калинина Наталия, Мелидова Виктория тата Яковлева Анастасия ĕҫĕсем килĕшрĕҫ.