Чурачăкри пěтěмěшле пěлÿ паракан тěп шкулта ака уйăхěн 24-мěшěнче чăваш чěлхи кунě иртрě. Çак уява шкул ҫулне ҫитмен группӑри ачасем те хутшăнчěς. Уявра группӑри ачасем чи малтанах чăвашла сăвăсем каларěς. Кайран хаваслă юрă шăрантарчěς.
Çавăн пекех «Йăва» юмах кăтартрěς. Уяв питě хаваслă иртрě.