Асаттесем чĕлхемĕре сыхланă
Кĕрешÿре юхтарнă юнĕпе,
Пире пилленĕ, упрама каланă
Пĕр пĕрчĕн-пĕрчĕн ылтăн-кĕмĕл пек.
Чăваш чĕлхи вăл- манăн чун та ĕмĕт,
Хĕвел те уйăхăм- тăван чĕлхе,
Пуҫна чĕлхе вилессипе ан ҫĕмĕр,
Вăл халĕ кирлĕ халăха!
(«Кăвак хуппи»Ухсай Яккăвĕ)
Ака уйӑхӗн 23- мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе литература эрни уçӑлчӗ. Ҫак числара 8-9-мĕш классем «Пĕтĕм чăвашсен пĕрлĕхлĕ диктантне» ҫырчĕҫ.Диктант текстне А.Артемьев ҫырнинчен илнĕ, ячĕ «Тăван чĕлхе». Паянхи кунпа ҫак текст питĕ те актуаллă ман шутпа, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра чăвашла калаҫакан ача сахаллансах пырать. Пур ача та мар пулин те, пĕр-иккĕшĕ ҫак калаври материала пуҫа хывсан питĕ аван пулĕччĕ.