Кам – ха, кам ҫак халӑха пӗлет:
Вӑл ҫӗр пин сӑмахпала пуплет.
Ҫӗр пин юрӑ – ҫемӗ кӗвӗлет,
Ҫӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вӑл тӗрлет…
«Тӑван чӗлхесӗр чӑн- чӑн пӗлӳ ҫук»,- тенӗ Иван Яковлевич Яковлев. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чурачăк шкулĕнче концерт иртрĕ, ăна эпир Иван Яковлевич Яковлев ҫулталăкне халалласа тата ҫак ҫутта кăларакан ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа ирттертĕмĕр. Сцена ҫинче чи пултаруллă ачасем хăйсен ташшисемпе, вăййисемпе, юррисемпе, сăввисемпе, юмахĕсемпе чуна савăнтарчĕҫ.
«Кирек мĕнле чĕлхене те халăх тăвать, чĕлхе ăстисем вара унпа хăйсене кирлĕ пек, пултарнă таран усă кураҫҫĕ»,- тенĕ А.Артемьев.
Иван Яковлевич Яковлев тăрăшни сая ан кайтăрччĕ,чăваш ятне ярас марччĕ.