Пирĕн халăхăн сăнарлă ÿнерĕ авалах аталаннă. Вĕсем ҫи-пуҫа тĕрĕсемпе, хăюсемпе, вĕтĕ шăрҫасемпе, тимĕр эрешсемпе илемлетнĕ; йывăҫ савăт-сапана, ĕҫ хатĕрĕсене, чÿрече хашакĕсене, хапхасене, сĕтел- пукана касса эрешленĕ.
Ҫак ĕҫе тăвакансем – ÿнерҫĕсем. Вĕсем ҫут ҫанталăк илемне курма пĕлеҫҫĕ, ăна тата сăнарлăрах туса пурнăҫра усă кураҫҫĕ.
Чурачӑк шкулӗнчи 5-мĕш класс ачисемпе эпир Чăваш Енри пултаруллă ÿнерҫĕсемпе паллашрăмăр. Хамăр ентеш ҫинче ытларах чарăнса тăтăмăр. Вăл –Матросов Юрий Петрович. Унăн пурнăҫĕ, ĕҫĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ ҫинчен нумай калаҫрăмăр. Ачасем хаваспах Юрий Матросов ҫинчен презентации тума килĕшрĕҫ. Тавах ҫакăн пек паллă, ĕҫчен, талантлă ҫын пирĕн тăрăхра пурришĕн!