Аннеҫĕм, ытарми хĕвелĕм

Аннеҫĕм, ытарми хĕвелĕм,

Кун-ҫул пиллерĕн эс мана.

Санпа чухне ҫеҫ эп телейлĕ,

Телейлĕ эс пуртан кăна.

Ачашăн, аслăраххисемшĕн аннерен хакли никам та ҫук. Мĕн чухлĕ ҫепĕҫ, ăшă, ырă сăмах калама хатĕр эпир вĕсене. Аннесем ҫак сăмахсене илтме яланах тивĕҫ.

 Чурачӑк шкулӗнчи 5-9 класс ачисемпе ҫак эрне хушшинче стена хаҫачĕ кăлартăмăр. Ӑна «Аннеҫĕм» ят патăмăр. Кашни ача хăйĕн амăшĕ ҫинчен  чи лайăххине, чи ыррине ҫырса пачĕ, кашнин ĕҫĕ вырнаҫрĕ ҫак хут  ҫинче. Ача садĕнчи ачасене те хутшăнтартăмăр. Вĕсем хитре лĕпĕшсем ҫинче аннесене ҫитес уявпа саламласа ҫырчĕҫ.