Литература çулталăкне вěçлесе хамăр тăрăхри паллă çынсем хăнара пулчӗҫ.

Раштав уйăхěн 25-мěшěнче Чурачăк шкулěнче  литература каçě иртрě. Литература çулталăкне тивěçлě вěçлес ятпа хамăр тăрăхри паллă çынсене хăнана чěнтěмěр. « Чунри йěр» тата  «Чун çути» кěнекесен авторне- Волков Михаил Николаевичпа  Чăваш Республикин тата Пушкăртстанăн тава тивĕçлĕ художникне –Юрий Петрович Матросова. Ачасемшěн çак каç питě интереслě иртрě, çěннине нумай пěлчěç: презентацисем те пулчěç,ачасем хăйсем те нумай каласа пачěç,хăнасем те хăйсен пурнăçě тата ěçě пирки нумай каларěç. Юрий Петрович шкул ачисене юмах парнелерě,Михаил Николаевич вара Чурачăк шкулне халалласа сăвă çырнă.Пирěн тăрăхра çакăн пек пултаруллӑ çынсем пурришěн эпир питě савăнатпăр, мухтанатпăр, вěсене татах та хăнана чěнетпěр.